Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +20.3 °C
Пӗр паттӑрӑн ик алли тӑват ҫӗрӗн ҫапӑҫать теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Нартуканӑн Пушкӑрт тӑрӑхӗнчи йӗрки

Нартукан ҫине нар пустӑр,

Пирӗн ҫамрӑк пуҫа мул пустӑр,

Пирӗн ҫамрӑк пуҫа мул пустӑр.

И, каяппӑр, тӑвансем, и, каяппӑр

Кайӑк хурсем ҫитмен ҫӗрсене,

Кайӑк хурсем ҫитмен ҫӗрсене.

Кайӑк хурсем ҫитеҫ, каялла килеҫ,

Эпир кайсан каялла килес ҫук,

Эпир кайсан каялла килес ҫук.

Ӑнлантарни

«Сурхурире нартукан яраҫҫӗ. Ҫӗрӗ ярса шыв ҫинче ҫавӑраҫ. Шывне ӑсаҫ те мунчана кайса нартуканне яраҫ, юрлаҫ вара унта. Тӗрлӗ юрӑ та пур ӗнтӗ унта. Чӑн малтан нартукан ҫине нар пустӑр тесе пуҫлаҫ. Хайхи нартукан янӑ шыва сапма тухаҫ. Сапма тухаҫ те тухса сапса яраҫ ӑна. Кама лайӑх юрӑ тухать, кама усал юрӑ тухать ӗнтӗ унта. Хӑшӗ вара качча кайсан ыр курать ӗнтӗ. Ҫамрӑк чух мерекке тунӑ ӗнтӗ. Мерекке юри интересовать туни пулать ӗнтӗ. Нартукан пуҫламалли юрӑ», — нартукан пирки ӑнлантарнине В.С. Петровӑран В.Г. Родионов ҫырса илнӗ.

1984 ҫ. Пушкӑрт Республикин Гафурийски ррайонӗнчи Антоновкӑра В.С. Петровӑран В.Г. Родионов ҫырса илнӗ. 2008 ҫулта тухнӑ кӗнекере пичетленнӗ.


 
Категорисем: Нартукан
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2013-12-27 23:31:07 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 2754 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем